
Полная версия:
Асамла тенче
Машина çине вырнаçсан, мотора хускатрăм та, аçа çапнăн вирхĕнтĕм ку вырăнтан. Халиччен те çакăн пек хăвăртлăхпа çÿресе курманччĕ. Тапхăр-тапхăр мĕлке çавара юлмарĕ, хыçри ларкăчсем çинче ларса пынăн туйăнчĕ. Çакă туйăм вара тата та хăвăртлăха ÿстерме хистерĕ. Юрать-ха, манăн телее çакă каç хирĕç килекен машинăсем пулмарĕç.
Çурт тĕлне çитсен, машинăна картишре вырнаçтартăм та, пирус туртса ятăм йÿçĕ тĕтĕме мăкăрлантарса. Тĕтĕм çÿлелле çĕкленет те сывлăшра сирĕлет. Урамра хунар çутатаççĕ юпасем çинчен, каçхи тÿперен çăлтăрсем. Хваттер кнтăкĕсенче унта-кунта çеç çутă палăрать, чылайăшĕ канлĕ ыйăха путма та ĕлкĕрнĕ. Пирĕн таврашра ытларах ватăсем пурăннăран, кунта тĕлĕнмелли темĕнех çук пулĕ. Пируса мăкăрлантарса пĕтернĕ хыççăн эпĕ те хваттере иртме васкарăм. Подъезд алăкне уçнăччĕ çеç чĕрене çурасла кăшкăрса кушак тухса сирпĕнчĕ подъездран.
Чĕре калт! çеç турĕ. Кушака вăрçнă хыççăн, çавах тĕттĕм подъезда иртрĕм. Миçе лампочка илсе лартман-ши, эрне те çутатмасть, кам та пулсан пăрса илетех. Асăрханса картлашкасем тăрăх çĕклентĕм хваттер патне çити, алăка уçса иртрĕм.
Каçхи апат хыççăн чылай та лармарăм, вырăн çине вырнаçрăм. Куçсене хупнăччĕ çеç, каллех çавă мĕлкен ячĕ килсе тухрĕ куç умне. Апполинария Галактионова. Кам пулнă вăл? Хăш вырăнта ĕмĕр ĕмĕрленĕ? Ыйтусем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç пуçăмра. Çавах та ыйхă хăйĕн авăрне тыткăнларĕ тыткăнларех…
Тепĕр кунхине ир çинченех, вăхăт сакăр сехет иртерехпе хулара вырнаçнă архива çул тытрăм. Иртнĕ пурнăç, пулам çинчен архивра хутсем пулма тивĕçех вĕт. Паянхине вăл хăть мĕне те компьютер çинче шырав йĕрки çинче çыратăн та, çавăнтах пурте куç умне тухса тăрать. Хăть кама та тупма май пур, енчен те хăçан çын çуралнă, хăш хулара пурăннине пĕлсен тĕппи йĕрĕпе пĕлтерет. Çавăн чукхне вара кун пирки ĕмĕтленме кăна юлатчĕ, мĕнле-тăр пĕлÿ кирлĕ чухне ăçта кăна çитме тÿр килместчĕ-ши. Эпĕ архива çитнĕ çĕре унта ĕç вĕресе тăратчĕ, çавăнпа та кăшт кĕтерех тăмалла пулчĕ, кам-тăр асăхасса шанса.
– Ырă кун пултăр, – чĕнтĕм хайхи çуммăн иртсе пыракан пикене.
– Ырă çеç, – хирĕç хуравларĕ пике, – сире мĕн-тăр кăсăклантарать? – ман çине тинкерсе пăхрĕ вăл.
– Манăн архив докуменчĕсенче пурччĕ кăсăк, – тÿрремĕн патлаттарса хутăм.
– Тăвансем пирки? Е тата мĕскер?
– Çук, пачах урăх. Çавах та хальхи самантра питĕ кăсăклантарать.
– Хăш тапхăр интереслентерет?
Эпĕ кăшт çухалса кайрăм, ара, çулĕсем пирки пăхма пуç та çитеймерĕ, тата тĕттĕмре ăçта унта тĕм те пĕр шыранма. Çавах та:
– 1900 мĕш çултан 1930 мĕш çулсем, – терĕм.
– Кăштах кĕтерех тăрăр. Халĕ пăхса илетĕп, мĕскерпе сире усăллă пулма пулать, – пике çаврăнса утрĕ çывăх кабинета, эпĕ вырăнта юлтăм. Вăхăта ирттерес шутпа стена çине çыпăçтарнă хуисене вуларăм. Кăштахран пике кутăн тухрĕ те, ман пата çывхарса:
– Каçарăр та, анчах сире интереслентерекен хутсем çук. Çавах та сире музея кайса пăхма канаш пама пултаратăп. Унта пĕтĕмпех пулма тивĕç.
– Таймапуç. Каçару ыйтатăп сире ахальтнех чăрмантарнăшăн. Чипер юлăр, – тесе тухса кайма кăна юлчĕ ĕнтĕ мана.
Малалла нимĕн тума аптраса, машина çине вырнаçрăм. Музейра пулшу кÿме пултарасса шанчăк сахал та, анчах манăн урăх ниăçта та тупма çук интереслентерекен хыпара. Вăхăт майĕпен шуса вуникĕ сехет те çитетчĕ-ши, музей умне пырса чарăнтăм. Музейре пĕр-пĕр мероприятие хатĕрленетчĕç пулас, пурте вырăнта. Пĕр музейăн сотрудникĕ патне çывхарса ыйтрăм хама кăсăклантаракан документсем пирки. Çийĕнчех темиçе папка кÿрсе хучĕ ман уман ума пике. Тимлĕн вулама пикентĕм хутсене, анчах мĕнле шырансан та пĕр хут çинче те Галактионова Апполинария çинчен асăнни çук. Икĕ хутчен асăнни пурччĕ ку хушамата, анчах арçынсем. Тен, тăванĕсем, мĕнле-тăр çыхăну вĕсен хушшинче пуррине те тупмарăм. Тав туса музейран тухрăм, çăва патне кайса тепĕр хутчен тĕплĕнрех пĕлес шутпа. Тен, палăк мĕнле-тăр шухăш парĕ, куçа уçĕ?
Çăва, ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнă чунсен лаптăк, месĕрле хула мана шăплăхпа кĕтсе илчĕ. Кайăксен çуйхашни те илтĕнмест, çулçăсем те йывăçсем çинче вăтаннăн усăннă. Машинăна хапха умĕнче хăварса иртрĕм шала. Каçхине палăк хапхаран кĕрсен инçере те мар пĕк туйăннăччĕ, ытла та хăвăрт çитрĕм-çке ун чуне, чăнласа аванах шала иртмелле пулчĕ. Халĕ кун çутинче тĕрĕс-тĕкелех сăнаса пăхрăм палăка. Тарăн хуйха путнă пирĕшти, умĕнче, ура вĕçĕнче уçса хунă кĕнеке. Уçă страницăсем çинче хушамачĕ, ячĕ, çулĕсене палăртнă. Халĕ ăнланса илтĕм хамăн йăнăша, çирĕммĕш ĕмĕрĕн пуçламĕшĕ мар, вунтăххăрмĕш ĕмĕртех пурăннă хайхи хĕрарăм. Апла вара, музейре тĕл тунă арçынсем мăнукĕсем пулма пултараççĕ, енчен те мĕнле-тăр çыхăну вĕсен хушшинче пулсассăн.
Мĕн чухлĕ вăрттăнлăх упранать месĕрле хулара. Кашни палăк е хĕрес айĕнче хăйĕн историйĕ, хăйĕн вăрттăнлăхĕсем. Кашни пурăннă, ĕмĕтленнĕ… Палăк çумĕнче тăнă хушăра шалти туйăмпа çумра кам-тăр пуррине сисрĕм, те тата Апполинария хăех пулчĕ çакă. Анчах та мĕскер пĕлтересшĕн пулчĕ вăл, мĕскер каласшăнччĕ, эпĕ çав-çавах пĕлмесĕр юлтăм.
Ăнсăртран, шухăша пĕр саманта сирнĕ хушăра, çуммăн ватă çеç мучи тăнине курах кайрăм. Çи-пуçĕ иплĕ, сăн-пичĕ çинче сухалĕ те мăйăхĕ те наукăра тăрăшакансен евĕр.
– Чылайранпа ун патне никам та килменччĕ, – терĕ вăл ăнсăртран, аванлашмасăрах, енчен те кăшт пăрăннă хыççăн çывхарнăн.
– Чечек çыххи вара? – ыйтрăм эпĕ, каçхине кунта чечек çыххи курнине аса илсе. Кунта тата тепĕр тĕлĕнмелли килсе тухрĕ. Палăк çывăхĕнче те, аяккинче те чечексем çук. Палли те çук.
– Эсир шурă чечексем пирки? – хуравласса кĕтмесĕрех малалла тăсрĕ, – тăк, вăл вĕсене хăй илсе килет.
Арçыннăн сăмахĕсем мана пушшех çухатса ячĕç. Эпĕ чĕлхене çухатрăм темелле. Ку самант арçыннăн тимлĕхĕнчен вĕçерĕнмерĕ пулас, тата та чĕнчĕ: – эсир ан тĕлĕнĕр. Месĕрле хулара сахал мар тĕлĕнтерÿ, сыввисене ăнланма çук, пулса иртет.
Халĕ, ак, тимлĕн сăнаса пăхрăм ун çине. Кăшт тăна çухататтăм, ун хыçĕнчи япаласем витĕр курăнаççĕ. Мана ĕнтĕ çийĕнчен темĕн тĕлĕнтерчĕ унăн сăмахĕсенче, анчах та эпĕ ун çине çаврăнса пăхманччĕ. Тата çĕр аллă çулхи çыншăн ытла та патвар та çамрăк курăнать-çке.
– Яш тусăм, сире сахал мар тĕлĕнтерÿ кĕтет пурнăçра, – пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне, енчен те эпĕ унăн тусĕ пулнăн. – Апполинарийăна эпĕ çирĕм çулта пулнă чухнехинченех астăватăп. Вăл ун чухне Салтыкова хушаматпа çÿретчĕ, кăмăлсăрланатчĕ унтан. Хăв та илтнĕ пулĕ Салтычиха текен чунилли çинчен. Çук, вăл чуниллипе тăванлăхĕ çукччĕ вĕсен, енчен те ытла аякран пулмасан. Каярахпа Галактионов генерала качча тухсан тинех савăнчĕ, хуть ăçта та хĕр хушаматне пытарма тăрăшатчĕ. Чылай пурăнмарĕç вĕсем хулара, Питĕр хулине тухса кайрĕç. Вăл вăхăтра пĕр тапхăра çухатрăм ăна. Темиç çулччен Апполинария çинчен пĕр сас-хура та çукччĕ. Упăшки генерал пурнăсран уйрăлса кайсан, пĕринче хулара килсе тухрĕ. Виличчен те хура тумне пăрахмарĕ çийĕнчен, ăçта килсен те хура тум сырнăччĕ.
Эпĕ вара çав кĕвех çухалса кайнăн итлесе тăтăм, арçыннăн сасси тарăн пусăран евĕр çитрĕ манăн хăлхана. Кам сиртен çакнашкал самантра урăхла тăнă пулĕччĕ? Халиччен те пурнăçран ĕмĕр каярах уйрăлнă çын мĕлкипе тĕл тусан? Вăл кăна-и? Чĕрĕ, сывă çын евĕр калаçсан? Арçын ман çине пĕр тимлĕх уйăрмасăр тĕпчет: – пурнăсран та ăнсăртран уйрăлчĕ…
Темĕн, тĕ ура айĕнче типĕ турат хуçăлнинче пулчĕ тĕп сăлтавĕ, анчах та арçын куç умĕнчен çухалчĕ. Куçа тĕлленчĕ тесессĕн, каçхине сыпманччĕ-çке, çавах та машина çинче руль умĕнче çÿретĕп. Тата чечексене асăннине аса илсе каллех пăхса илтĕм вăл вырăна. Тусанĕ те кăшт та шăлăнман, чечексем пулнă-тăк йĕр юлмалла-çке. Анчах та, каçхине хамăн куçпа хам куртăм вĕт вĕсене унта! Хайхи арçынна курнă евĕрех. Унăн та пĕр йĕр те юлман, вăл тăнă вырăнта курăк та таптанман, çав-çавах çĕкленет.
«Вăт манăн отпуск пуçланать!» – аванмарланса шутласа илтĕм хам çеç.
Чултан каснă пирĕшти умĕнче тата та кĕтерех тăтăм арçын килсе тухасса, тăтăшах. Вăл татах курăнмарĕ. Хĕрессемпе памятниксем çеç йĕри тавра курăнаççĕ куç умне. Вилнисен тĕнчипе сыввисен тĕнчи сайра хутра хирĕç пулаççĕ. Çăваран тухнă хыççăн, манăн кăшт та информаци пулчĕ тĕлĕнмелле мĕлке пирки, анчах та вĕсем мана пушшех аптратса ячĕç. Ăçтан, мĕнле майпа килсе тухрĕ арçын? Мĕншĕн мана уçрĕ вăл çавна? Ыйтусем хуравĕнчен ытларах. Тата ăçта çавах та пурăннă вăл Апполинария? Тен, унтанпа мĕн-тăр упранса юлнă вăл таврашра? Мĕншĕн эпĕ арçынран ыйтмарăм ун пирки? Халĕ ÿкĕнтĕм çакăн çинчен, анчах чавса çывăх та, çыртма çук. Шанчăк сахал ĕнтĕ, хулара кашни вунă-вун пилĕк çул хушшинче çĕмĕреççĕ те кивĕ çуртсене, çĕнĕ хăпартаççĕ. Вăхăчĕ те аванах иртнĕ çавăнтанпа.
Хулана таврăнсан мана кулленхи ĕçсем тыткăнларĕç те, хĕрарăм çинчен шухăшсем сирĕлсе пĕтнĕпе пĕрехччĕ пулĕ, ăнсăртран пĕр пулăм килсе тухман-тăк.
Пулса иртрĕ вара çавнашкал. Эпĕ ĕнтĕ тĕлĕрсе те кайнăччĕ, çавă хĕрарăмăн сăн-пичĕ килсе тухрĕ куç умне. Уççăнах мана пĕлтерчĕ вăл: музейре чи курăнакан вырăнта ун çинчен информаци тупма пулать, имĕш. Эпĕ, тен, вырăна та хуман пулăттăм-ши е, анчах та вăл тепĕр каçхине те тĕлленчĕ. Енчен те манăн ун умĕнче парăм пулнăн, çине тăрса каларĕ. Эпĕ ун çинчен, пĕр каçхине тĕл туман пулсан чĕптĕм те пĕлместĕм: те пурăннă вăл, тĕ çук.
Çавах та пĕр ÿркенмесĕр кайса килтĕм музее. Ара, кăнтăр кунĕнче те канăç памасть вĕт шухăш. Музее кĕрсенех, йĕппе чикнĕн туйрăм çан-çăва, çав туйăмах пĕр стенд патне тĕллесе уттарчĕ. Стенд çинче вара сăнÿкерчĕк курах кайрăм. Ку сăнÿкерчĕк çинче пионерсен çуртне сăнарланă. Кам пĕлсе çитме пултарнă, çавă çурт иртнĕ ĕмĕрте генералăн тăлăх арăмĕн, Галактионова Апполинарийăн çуртчĕ икенне? Анчах та пурте çапла.
Тепрĕ ыйту канăçсăрлантарчĕ: мĕншĕн вăл халиччен те тăнăçланмасть? Мĕншĕн сыввисен канăçне чăрмантарса çÿрет? Эпĕ тата тарăнрах тĕчеме тытăнтăм. Апполинария çуртра пĕчченех пурăннă, темиçĕ тарçă хĕр тытнă çурта пăхса-тасатса тăма. Хыткăн пулнă Апполинария е çемçе чунлă, ун пирки нимĕн те пĕлме çук, анчах та пĕр тарçă пике хулари çамрăкпа явăçса кайнă. Кун çинчен хуçа арăмĕ пĕлсе çитсен, пĕр пуссăр кăларса ывăтатăп тесе юнать пикене. Пике вара савнине вĕçертнĕ кун çинчен. Чылай та вăхăт иртмест, Апполинарийăна пĕр ирхине юнлă вырăнĕ çинче тупаççĕ, кăкринчен çĕçпе чикнĕ. Паллăх, пĕрремĕш качча сĕтĕрме тытăнаççĕ. Тата камăн сăлтав пулма пултартăр ват çынна пурнăçран уйăрма?
Хулара чылай вăхăт халăх шавлать кун çинчен. Хăшĕ çине тăрса явап тыттармалла, тенĕ качча. Паллă ĕнтĕ, халăха шавласа пултăр, чăн сăлтавне пĕлсе çитеççĕ-и, çук-и, сас-хура тÿперен те çÿллĕрех çĕкленет. Анчах вĕсене кăмăлсăрлантарса çамрăка нимĕн те тумаççĕ. Айăпсăр çынна епле явап тыттарма пулать? Вăл каçхине каччă тепĕр хĕрарăм патĕнче пулнă ирччен, ун пирки пĕр кăсăксăр çынсем çирĕплетсе каланă. Вĕсем хăйсем те тĕрмене ларттарнă пулĕччĕç-ши, çавах тĕрĕсне хирĕç кайма вăй-хал çитермен полици участокне йыхравласан. Кам пулнă вăл хурах, вĕсне-хĕрне тупмасăрах ĕсне хупаççĕ. Апполинарийăн аслă ывăлĕ, вырăнти тиек çырупа çырса пĕлтернĕ хыççăн, Питĕр хулинчен килсе тирпейлесе пытарать амăшне, пирĕшти палăкне чултан кастарать маçтăра, пурне те вĕçлесен кутăн тухса каять тăван çемьи патне. Тепĕр кунхине палăк çинче куракансем шурă чечек çыххи асăрхаççĕ. Кам килсе хунă, кун пирки никам та пĕлсе çитмест. Хулари ватăсем каланă тăрăх, çавăнтанпа вăл каçхине кашни çул палăк патĕнче чечек çыххи курăнать те çĕтет.
Анчах та… анчах та халиччен те никам та хăйĕн куçĕпе хăй курни çук кăна кам илсе килнине…
Çын куççулĕ çĕр çине ÿкмест
Шăплăха сирсе шалтăртатса-кĕмсĕртетсе тимĕр хапха ун хыçĕнче хупăнчĕ. Ирхи тĕтреллĕ çанталăк сирĕлсе те çитетчĕ, çавах сывлăшра нÿрĕк уççăнах туйăнса тăрать. Тÿпене карса илнĕ кĕрен пĕлĕтсем хушшинчен хĕвел пайăркисем тăсăлаççĕ çĕр çине: кун ăшă, хĕвеллĕ пулма тивĕç апла. Хапха патĕнчен уйрăлса темиçе утас утасланă хыççăн кăна Çеруш хăйса кялла çаврăнса пăхрĕ. Çÿллĕ хÿме çийĕнчен улт-çичĕ рет йĕплĕ пралук тăсăлать хапха икĕ еннелле, хушăран йытăсем вĕрни те çитет хăлхине. Çеруш вăтăр çула çывхарса пыракан каччă: кĕрнеклĕ, латака хул-çурăмлă, çаврашка пичĕ çинче тарăн вырнаçнă куçĕсем тÿрех куç тĕлне пулаççĕ. Тискеррĕн пăхаççĕ куçĕсем таврана: енчен те кам-тăр айăплă унăн ăнман пурнăçĕнче. Ултă çул ытла иртрĕ каччă пурнăçĕ çакă хапха шал енче. Калама кăна вăл ансат, çамрăк вара кашни кунне çеç мар, сехетне те шутлатчĕ ирĕке тухассине.
Вăрах вăхăт тăван сасăсене илтменрен, таврара шăплăх хуçаланнăн туйăнчĕ ăна. Трактор кĕрлени-и е автансем авăтни хăлхана çурса кĕриччен. Унăн тунсăхне çакă сасăсемшĕн калама та сăмах çитес çук. Кашни кун çкă сасăсем хăлхара тăрсан эпир вĕт вĕсене тимлĕхе те илместпĕр: пур аван, çук темĕнех мар. Каччă утасĕсене хăвăртлатса инçерех пăрăнас терĕ кунтан. Ултă çул хушшинче ашшĕпе амăшĕ ĕçмелли-çимелли кÿмен-тĕк çитменне тата почтăпа ещĕкĕ-ещĕкĕпе ярса паман пулсассăн, мĕнлерех пурăнса ирттерĕтчĕ-ши вăл çак çулсене? Ÿкĕтлени те пулнă ĕнтĕ, вăрçнă самантсем те – ытахальтен хупса хумарĕç вĕт ăна, ирĕрен уйăрмарĕç, çавах та мĕнле хăртсассăн та, амăшĕ шеллет ăна. Кашни аннешĕн хăй ачи хаклă çав, хăть миçе çулта пулсан та. Çул тăрăх утнă май, Çеруш хирĕç килекен арçынна асăрзарĕ. Танлашса çитсессĕн, каччă:
– Ырă кун пултăр сире, – тесе чĕнчĕ.
– Аванах-ха, – хуравларĕ арçын.
– Автостанци е чукун çул чарăнăвĕ хăш вырăнта вырнаçнине пĕлтерсемччĕ, – куçĕнчен пăхрĕ арçынна Çеруш.
– Хаваспах, Çакă урампа çур çухрăм ытларах иртсен, сулахаялла пăрăнăр, тÿрех куç тĕлне тухаççĕ иккĕшĕ те.
– Таймапуç, ырă çыннăм, – сывпуллашса уйрăлса кайма хатĕрленнĕччĕ çеç, татах çаврăнчĕ: – енчен те май пулсан пĕр пируспа тивĕçтереймĕр-ши?
Пируса тивĕртнĕ хыççăн вăл малалла васкарĕ. Чăнласа та, кăшт вăхăт та иртмерĕ, куç умне пулчĕ автостанци. Халăх йышлăн явăнать тÿремре: çул çине тухнисем, ăсатакансем – калаçаççĕ, шÿтлеççĕ, кулаççĕ. Çерушăн чунĕнче темĕн-капланса тăвăлса килчĕ: пĕрремĕш кун ирĕкре. Куна мĕскерпе танлаштарса пулать-ши? Куçĕсенчен куççульсем те сисĕнмесĕрех тапса тухрĕç, макăрас килчĕ каччăн ача чухнехи евĕр.
Акă вăл кассăсем патне çывхарса билет ыйтрĕ. Çийĕнчех вăл автобус çине билет туйянма умкай пулчĕ, çавах та кăшт уйланă хыççăн шухăшне ылмаштарса пуйăс çине туянас терĕ. Пĕкĕлме хулине çитиччен миçе хутчен автобус çинчен автобус çине куçса лармалла, пуйăсĕ вара тÿрех Пĕкĕлмене çитиех. Билетне туяннă хыççăн, Çеруш йĕри-тавра пăхкаларĕ те, кĕтесре вырнаçнă киоск енне çул тытрĕ, пирус туянчĕ. Курупкăна уçса пĕр пируса çийĕнчех тивĕртсе мăкăрлантарса те ячĕ. Йÿçĕ тĕтĕм ÿпкине кĕрсе минтретсе ячĕ, ара, каçхинче туртнă хыççăн ку вĕт иккĕмĕш пирус çеç. Унтан васкамасăр, уçăлса çÿрес шутпа, çуммăн вырнаçнă пасара кĕрсе тухма шут тытрĕ.
Конец ознакомительного фрагмента.
Текст предоставлен ООО «Литрес».
Прочитайте эту книгу целиком, купив полную легальную версию на Литрес.
Безопасно оплатить книгу можно банковской картой Visa, MasterCard, Maestro, со счета мобильного телефона, с платежного терминала, в салоне МТС или Связной, через PayPal, WebMoney, Яндекс.Деньги, QIWI Кошелек, бонусными картами или другим удобным Вам способом.
Вы ознакомились с фрагментом книги.
Для бесплатного чтения открыта только часть текста.
Приобретайте полный текст книги у нашего партнера:
Полная версия книги
Всего 10 форматов